23 мая 2013 г.
Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале вак халăхсен кинематографне халалланă. Раççей - нумай нациллĕ çĕр-шыв. Вăл вырăссем валли çеç мар. Çак пысăк тĕнчере пурин валли те вырăн пур, пĕр хĕвел пăхать. Нумай нацилĕхе аркатас мар тесен тĕрлĕ майпа усă курса ĕçлемелле. Сăмахран, кинематографпа. Кинематографи - культурăн пĕр пайĕ. Шăпах вăл мĕнле аталанни çак е ку халăхăн ăс-хакăл, кăмăл-сипет шайне уçса пама пулăшать те.
Совет Союзĕ вăхăтĕнче унашкал индустри кашни халăх валли кирлех пулман. Çак тивĕçе, сăмахран, чăвашсемпе, çармăссемпе, пушкăртсемпе тата ку тăрăхри ытти халăхпа çыхăннине, Свердловскри киностуди пурнăçланă, ытти хутлăх валли тата тепĕр студи пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çĕр-шыври кинематографи тытăмĕ арканма пуçларĕ. Çавăнпа ку енĕпе çĕр «чĕтренме» тытăнчĕ те. Халĕ Раççейре çуллен ÿкерекен 150 яхăн ĕçрен тăваттă-пиллĕкĕшĕ çеç вырăс мар халăх кун-çулĕпе çыхăннă.
Чăваш Енре иртекен кино уявне Саха-Якут режиссерĕ Сергей Потапов, Ханты-Манси режиссерĕ Анастасия Юсубова, «Пушкăртстан» киностуди ĕçченĕсем хăйсен картинисене илсе килнĕ.
Сергей Потаповăн «Покуда будет ветер» фильм-халапĕпе паллашма май килчĕ те ĕнтĕ. Вăл якут наци эпосĕ олонхо çинче никĕсленнĕ. Пĕччен пурăнса ывăнса çитнĕ йĕкĕт Эр Соготох пуян Мойуосăн илемлĕ те черчен хĕрне Айыынуна вăрласа каять. Пикене шырама пĕтĕм тĕнче ура çине тăрать тейĕн, çав шутра Сэттэ Тимэх кнеçĕн ывăлĕ те. Шăпах вăл-çке хĕре хăйĕн арăмĕ тума ĕмĕтленнĕ.
Мĕн кăна пулса иртмест çак тапхăрта. Вăл кашни çыннăн шалти туйăмне уçса пама пулăшать. Сумлă, паллă кнеç те «тасах» мар иккен, ун чунĕнче курайманлăх, çăткăнлăх «тымар» янă. Çук çын текенре вара - Эр Соготохра - ырă туйăмсем хуçаланаççĕ. Каччăпа хĕр хушшинче юрату çуралать. Çакă вĕсен пурнăçне тĕпрен улăштарать. Юмахра, пĕлетпĕр ĕнтĕ, ырă усала яланах çĕнтерет.
Тепĕр ĕç пирки те чарăнса тăрассăм килет. Сăмахăм - конкурс программине кĕртнĕ «Пустой дом» илемлĕ фильм пирки. Нурбек Эген режиссер ÿкернĕ ĕç иртнĕ çул экран çине тухнă.
Драмăра паянхи Кăркăсстан пурнăçĕ. Асель пике шутне те кĕрсе çитеймен-ха, анчах та унăн саманан йывăрлăхне черчен хул пуççийĕ çинче «виçсе» пăхма тивнĕ. Лайăх пурнăç шыраса Мускава çитет. Вăл та «куççулĕпе макăрнине шанмасть», Аселе мечĕк пекех унталла-кунталла перет. Телей шыраса Франциех çитет пике, анчах çак çул ăнсăртран татăлать.
Картинăра эмиграци ыйтăвне, тĕрлĕ культурăн, халăхăн хирĕç тăрăвне çĕкленĕ. Асăннă фильмпа паллашнă хыççăн чун «макăрма» чарăнман-ха. Çут тĕнчене вăхăтлăха «хăнана» килнĕ халăхсем пĕр-пĕриншĕн тăшман, ют пулмалла-и вара?
Чăваш наци библиотекин акт залĕнче ĕнер Ханты-Мансийскран килнĕ Анастасия Юсубова режиссерăн «Гаснущий очаг» илемлĕ фильмне кăтартрĕç. Сеанс вĕçленнĕ хыççăн куравçăсем режиссерпа çеç мар, картинăра тĕп сăнарсене калăпланă Евгения Банникова тата Виталий Лбов актерсемпе те тĕл пулчĕç.
Источник: "Хыпар"