Чебоксарский международный кинофестиваль 2013ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШУПАШКАРТА – УЛТТĂМĔШ ХУТ

23 мая 2013 г.

Ытлари кун тĕп хулари «Çеçпĕл» кинотеатрта Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль уçăлчĕ.

Улттăмĕш хут йĕркеленĕ культура мероприятийĕ унчченхи çулсенчи пекех пуян та кăсăклă. Конкурса пурĕ 12 ĕç тăратнă: «Доктор» (режиссерĕ – Владимир Панков), «Все ушли» (Георгий Параджанов), «Пустой дом» (Нурбек Эген), «Олимпийская деревня» (Александр Сухарев), «День учителя» (Сергей Мокрицкий), «Гольфстрим под айсбергом» (Евгений Пашкевич), «Мисс джинсовая – Финляндия» (Матти Киннунен), «Море» (Александра Стрелянная), «Счастливчики – 60-х» (Галина Долматовская), «Аварийное состояние» (Всеволод Бенигсен), «Танец Дели» (Иван Вырыпаев), «1210» (Арсений Гончуков).

Палăртма кăмăллă: виççĕмĕш хут ĕнтĕ унăн президенчĕ – Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» киноконцерн гендиректорĕ Карен Шахназаров. Программа директорĕ, фестивалĕн пултарулăх ертÿçи – Сергей Лаврентьев.

– Ку уяв – Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Эпир те, ăна йĕркелекенсем, хамăртан мĕн килнине тÿрре кăларма тăрăшатпăр. Палăртса хăварам, хамăн ĕçтешсене ку тăрăха килме чĕнсен пурте хаваспах килĕшеççĕ. Çакă ĕнтĕ вăл халăх тараватлăхне тÿрремĕн палăртать, – калаçрĕ пултарулăх ертÿçи.

Пилĕк куна тăсăлакан уява хаклакан тÿресем те паллă. Ăна театр тата кино актриси Татьяна Яковенко ертсе пырать. Йышра çавăн пекех Дмитрий Таланкин режиссер тата сценарист, Ольга Суркова киновед, Олег Ковалев сценарист, киновед. Унсăр пуçне Инди çĕр-шывĕнчен килнĕ хаклă хăна – Пракаш Шарма кинопродюсер, актер.

Шупашкар çыннисене кино уявĕ Александр Прошкинăн сакăр фильмĕпе тата Игорь Таланкинăн ĕçĕсен çĕрлехи сеансĕсемпе, «Вак халăхсен фильмĕсен» ятарлă программипе тĕлĕнтерĕ. Çавăн пекех ачасем валли хатĕрленĕ мультипликаци фильмĕсем кăсăклă пулмалла.

Фестивале старт панă хыççăн А.Прошкинăн «Искупление» кинокартинипе паллашма май пулчĕ. Ку Фридрих Горенштейн повеçĕ тăрăх ÿкернĕ илемлĕ фильм. Ăна автор 80 çул тултарнă тĕле халалланă. Экран çине иртнĕ çул тухнă. Унăн чи сумлă киносценарийĕсем: «Раба любви», «Седьмая пуля», «Солярис».

Ĕç-пуç 1946 çулта пулса иртет. Тĕп сăнар – Саша комсомолка. Унăн ашшĕ Варшава патĕнчи хĕрÿ çапăçура пуç хунă. Çывăх çынни вилнĕ мăшăрне урăххипе улăштарнăран ăна курайми пулать. Çавна пулах амăшĕ столовăйĕнчен апат-çимĕç вăрлать тесе Саша çăхав çырать. Хайхискере арестлеççĕ. Çамрăк хĕрĕн пурнăçĕ Август ятлă çамрăк лейтенанта тĕл пулсан пачах ырă енне улшăнать. Шăпах çак хĕрÿллĕ туйăм çемьери çураçулăхпа килĕшÿ патне илсе тухать.

Иккĕмĕш кунхине ачасем валли «Здрастье, приехали» (режиссерĕ – Евгения Касперская), «Кино детям» (Александр Пятков), «Наша Маша и волшебный орех» (Егор Кончаловский) мультипликаци фильмĕсем экран çине тухнă. Кашни картина хăйне евĕр те интереслĕ. Ырăпа усала уйăрма вĕрентни, çак тĕнчери нимĕн те вĕçĕ хĕррисĕр марри – тĕп шăнăр. Асамлăхпа илемлĕх тĕнчи урлă пурнăçа сăнлани те тÿрре килет.

Кун йышши интереслĕ фильмсем татах пулĕç. Кашни лентăн – хăйĕн историйĕ. Ку йышран чуна çывăххине тупаятăрах. Кун-çул çине пачах урăхла куçпа пăхма хистекеннисем те паха. Пурнăçа ырă енне улăштарма нихăçан та кая мар.

Фестиваль çĕнтерÿçисене çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче чыслама палăртнă. Унччен вăхăт пур-ха. Илемлĕ фильмсене «Мир Луксор», «Синема 5», «Каскад», «Сеспель», «Три пингвина», «Атăл» кинотеатрсенче курма май пур. Сцена хăйне евĕрлĕхĕ тĕлĕнтерĕ те савăнтарĕ халăха. Вăхăт тупса çитсе курма çеç ÿркенмелле мар. Сăмах май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кинофестиваль Чăваш Енĕн ырă ятне сарма пулăшнине палăртнă.

 

Источник: "Тантăш"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика