Чебоксарский международный кинофестиваль 2013ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш фильмне пысăк экранпа хăçан кăтартĕç-ши?

17 мая 2013 г.

Çитес эрнере, çу уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче, Чăваш Енре пурăнакансене тата хăнисене хаваслă уяв кĕтет - Пĕтĕм тĕнчери VI кинофестиваль. Çавăнпах юн кун ЧР Наци библиотекинче пресс-конференци иртрĕ. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, фестиваль режиссерĕ Дмитрий Капустин, республикăри культура программисен дирекцийĕн ертÿçи Максим Матросов журналистсене фестиваль программипе паллаштарчĕç. Ытти çулхипе танлаштарсан кăçал илемлĕ фильмсем кăтартма лапам нумайрах уйăрнă. Куракансем Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти кинотеатрсемпе культура керменĕсенче, ЧР Наци библиотекинче, ЧР патшалăх архивĕн кинозалĕнче, унсăр пуçне Сĕнтĕрвăррипе Çĕрпÿ хулисенче фильмсене тÿлевсĕрех пăхма пултарĕç.

«Мосфильм» киноконцернăн тĕп директорĕ, Карен Шахназаров кинорежиссер кăçалхипе виççĕмĕш хут фестиваль президенчĕ пулĕ. Кинофорума кинорежиссерсем, продюсерсем, паллă артистсем, кинокритиксемпе киноведсем /пурĕ 50 яхăн çын/ хутшăнĕç. Вĕсем Мускавран кăна мар, Франци, Инди, Голланди, Грузи, Эстони çĕр-шывĕнчен килĕç. Конкурса илемлĕ 12 фильм тăратнă. Куракансем киносеанс хыççăн паллă çынсемпе курса калаçма пултарĕç. Фильмсене хисеплĕ жюри членĕсем хаклĕç. Председателĕ - РФ тава тивĕçлĕ артистки Татьяна Яковенко. Çĕнтерÿçĕ ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятарлă парнине те тивĕçĕ.

- Пирĕн фестиваль Раççейре иртекеннисене вĕçлет. Ку мероприятие йĕркелени республикăшăн питĕ усăллă, фильм кăларакансемпе куçа-куçăн курса калаçни çав тери паха. Кинофестиваль ытти халăхпа çыхăну тытма, çак искусствăна аталантарма пулăшать, - пĕлтерчĕ Вадим Ефимов.

Кинофорума хутшăнас текенсен йышĕ çулсерен ÿсет. Республикăра та фильм ÿкерекенсем пур. Кăçал фестивале Чăваш Енре пурăнакан Ольга Матвеева сценарист, режиссер ÿкернĕ кĕске метражлă «Решение треугольников» фильмпа хутшăнни савăнтарать. Çапах Пĕтĕм тĕнчери фестивальре 5 çулта чăвашла ÿкернĕ пĕр фильм та курма май килмерĕ. Пирĕн режиссерсем те, актерсем те пур-çке, çулсеренех çĕнĕ вун-вун фильм тухать, халăх вĕсене DVD-дисксенче çеç курма пултарать. Пысăк экранпа тăван чĕлхеллĕ пĕр фильм та пулин курайăпăр-ши? Ытти халăха чапа кăларатпăр-ха, хамăра вара кам пулăшĕ-ши?

 

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика